Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫуралнӑ кунсем

Культура

Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.

Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.

Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.

 

«Тетрис» компьютер вӑййипе чылайӑшӗ паллашнӑ та пулӗ — вӑл чи анлӑ сарӑлнисен йышне кӗрет. Ӑна шӑп та лӑп 28 ҫул каялла утӑн 18-мӗшӗнче (тепӗр ҫӑлкуҫсем ҫӗртмен 6-мӗшне палартаҫҫӗ) ҫут тӗнчене кӑларнӑ теҫҫӗ. Хатӗрлекенӗ: пирӗн ҫӗршыв програмҫи Алексей Пажитнов.

Вӑйӑ американ математикӗ шутласа кӑларнӑ «Pentomino Puzzle» пуҫватмӑш ҫинче никӗсленет иккен — унта пилӗк тӑваткӗтеслӗхре геометри фигурисене тӗрӗс вырнаҫтарса тухмалла пулнӑ. Алексей ҫав вӑййӑн компьютер тӗсне хатӗрлеме шутланӑ, анчах та электронлӑ шутлавҫӑн хӑвӑртлӑхӗ пысӑк пулманран вӑл тӑватӑ блок таран ансатлатнӑ. Ҫавӑнпа вӑйӑ ятне те вӑл «Тетрамино» (гр. «тетра» — тӑваттӑ) панӑ. Каярах ҫеҫ ҫак ят эпир пӗлекен «Тетриса» ҫаврӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра тетрис вӑййи тӗнчипе сарӑлнӑ — ӑна телевизорсенче, карас телефонӗсенче тата ытти электронлӑ хатӗрсенче тупма май пур. Пӗтӗмӗшле тиражӗ вара 250 миллионран та иртнӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.calend.ru/event/2394/
 

Надежда Павлова
Надежда Павлова

Чӑваш республикин паллӑ балерини — Надежда Павлова — паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн 57 ҫулхи ҫуралнӑ кунне уявлать. Надежда Васильевна мӗн пӗчекренех ташлама юратнӑ, хореографи кружокӗсене ҫӳрессе ташӑ хӳхӗмне тӗпченӗ.

1966 ҫулта Шупашкара пултаруллӑ ачасене шырас тӗллевпе килсе ҫитнӗ Перӗмри хореографи училищин комиссийӗ пирӗн ентешӗ палӑртнӑ, вара ташӑ ӑсталӑхне туптама ӑна Пермь хулине чӗннӗ.

Паян Надежда Павлова самаях пиҫсе ҫитнӗ балерина. Ун ятне пирӗн республикӑра кӑна мар Китайра, Австрире, Германире, Францире тата ытти тӗрлӗ ҫӗршывӗсенче лайӑхах пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Паянхи куна Надежда Павлова ҫулӗсене пӑхмасӑр юратнӑ ӗҫӗнчен пӑрӑнмасть. Вӑл Классикӑлла балет театрӗнче балетмейстр пулса ӗҫлет. Ҫӗршывӗпе паллӑ балеринӑпа эпир, чӑвашсем, тивӗҫпех мухтанма пултаратпӑр. Пирӗн ентешӗмӗр чӑваш ятне самай ҫӗклесе пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупма пултарчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62774.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть